Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче шăматкун чăваш чĕлхи эрнине вĕçленĕ май Муркаш муниципаллă округĕн Йÿçкасси вӑтам шкулĕнче савăнăçлă концерт иртрĕ. Концертра ачасем чӑваш юррисене юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑсем каласа пачӗҫ.Уяв вӗҫӗнче чӑваш чӗлхи эрни шайӗнче ирттернӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Пирĕн ачасем маттур, хастар чăвашсем пулса çитĕннине пăхса савăнма питех те кăмăллă пулчĕ.