Ака уйăхĕн 22-мĕш – 27 кунĕсенче пуçламăш класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи эрнине ирттерме тĕв турĕç.
Ытлари кун «Тăван чĕлхе! Эс – чун уççи!» чăвашла сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ. Чылай ача тăван чĕлхене хисеп туни палăрчĕ: нумай сăвă янрарĕ чăвашла. Ачасен пултарулăхне виçĕ номинаципе хакларĕç тÿресем. «Çĕр-шывăн хастар ачисем» номинацире 4-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Петров 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ, 2-мĕш вырăна унăн тантăшĕсем Павел Барминовпа Ксения Михайлова тухрĕç. 3- мĕш вырăна 2- мĕш класри Владислав Тимофеев, 3- мĕш класри Андрей Васильев тата 4- мĕш класри Валерия Сурикова пайларĕç.
«Тавралăх – асамлă тĕнче!» номинацире 1- мĕш класра вĕренекен Ксения Васильева çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. 2- мĕшпе 3- мĕш вырăнсене 4- мĕш класри Кира Николаевăпа Константин Гаврилов йышăнчĕç.
«Тăванлăха упракансем» номинацире 1- мĕш класри Арина Иванова пурне те Р. Сарпи çырнă «Асанне» сăввине каласа тыткăнларĕ, 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. 2-мĕш вырăна 4- мĕш класри София Максимова тухрĕ. 1- мĕш класри Милана Давыдова вара 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.
Юн кун «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» ятлă чăвашла хайлавсем тăрăх ачасем тунă ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Кунта пĕрремĕшсем ытларах палăрчĕç: малти вырăнсене те вĕсемех çĕнсе илчĕç. 1-мĕш вырăн – Милана Давыдовăпа Виктория Алексеева, 2-мĕш вырăн – Ксения Васильевăпа Дарья Перлова, 3-мĕш вырăн – Александр Степанов.
Кĕçнерни кун чи кăсăк та ответлăха туйтаракан кун пулчĕ. Çак кун «Эпир – чăваш ачисем» вăйă иртрĕ. Ăна 4 станцине пайласа ирттерчĕç. Ачасем хăйсем тăван чĕлхепе халăх йăли- йĕркине епле пĕлнине тĕрĕслерĕç. Чи пултаруллă тăваттăмĕшсем 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕç. 2-мĕш вырăна пĕрремĕшсем йышăнчĕç. 3-мĕш вырăна иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсем пайларĕç.
«Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем» станцире 4- мĕш класс ачисем халăх сăмахлăхне аван пĕлнине кăтартрĕç. Ытти классем те вĕсенчен тĕслĕх илме пулчĕç. «Тупмалли юмахсем» станцире вара виççĕмĕшсем те хăйсенчен пĕр çул аслăрах тусĕсемпе тан пулма пултарчĕç.
Ребуссен станцийĕ пурне те тыткăнларĕ. Анчах та тăваттăмĕшсем 1 балл ытларах пухса пурпĕр çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç.
«Чăваш эрешĕ» станцире те ачасем хăйсен тавçăрулăхне кăтартрĕç. Тĕрлĕ геометри фигурисенчен панă тĕслĕхпе килĕшÿллĕ эреш пуçтарма тиврĕ хĕр пĕрчисемпе шăпăрлансен. Ку ĕçре каллех тăваттăмĕшсем палăрчĕç. Пĕрремĕшсемпе иккĕмĕшсем те вĕсенчен кăшт кăна (1 балл) юлчĕç.
Эрне кун «Чăваш çĕр-шывне пĕлетĕр-и?» викторина ыйтăвне хуравларĕç, кроссворд тупсăмĕсене шырарĕç. Тăваттăмĕшсем «Чи маттуррисем», пĕрремĕшсем «Чи тавçăруллисем», иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсем «Чи туслисем» ятсене тивĕçрĕç.
Пирĕн ачасем маттур, хастар чăвашсем пулса çитĕннине пăхса савăнма питех те кăмăллă пулчĕ.