Чǎваш чĕлхипе литература эрнинче Йÿçкасси вăтам шкулĕнчи 5-6 класс ачисем хушшинче «Чǎваш чĕлхине лайăх пĕлетĕр-и? » вǎйǎ иртрĕ. Вǎййа 2 ушкǎн хутшǎнчĕ; «Çăлтăр» тата «Асамат кĕперĕ». Вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне «Чăвашла тĕрĕс куçар», «Пуплев пайĕсем», «Вăйă арчи», «Халăх ăс-хакăлĕ» станцисенче тĕрĕслерĕç. Тĕрлĕ ĕçсем пурнǎçласа мала тухассишĕн пурте тăрăшрĕç. Хĕрÿ тупăшура «Асамат кĕперĕ» ушкăн (6 класс) пĕрремĕш вырăна тухрĕ, «Çăлтăр» (5 класс) – иккĕмĕш. Вăйă пурне те килĕшрĕ. Ачасем хăйсен пĕлĕвне ÿстерчĕç, ăс-тăнне аталантарчĕç.