Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Эпир – чăвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Чăваш чĕлхи пуррипе чăваш халăхĕ пур, мĕншĕн тесен чĕлхе -нацие пĕлтерекен паллăсенчен чи кирли, тĕп палли. Чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци пуянлăхĕ пулса тăрать.
Пурнӑҫра – пӗр анне. Тӑван чӗлхе те пӗрре. Ăна упрасси – пирӗн тивӗҫ. Иван Яковлевич Яковлев пуласлӑх ҫыннисене тӑван чӗлхене упрама пиллесе хӑварнӑ. Ҫапла ҫеҫ чӑваш чӗлхи ыттисенчен кая пулмӗ, тенӗ вӑл. «Чӗлхе чечекленесси пӗтӗмпех сиртен килет», - ак мӗнле пархатарлӑ пулнӑ шухӑшӗ вӗрентекенӗмӗрӗн. Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхин кунне уявлатпăр.
Ҫак ятпа ака уйӑхĕн 27-мĕшĕнче Йÿҫкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вӑтам шкулта «Эпӗ - чӑваш» уяв концерчӗ иртрӗ. Концертра чӑваш чӗлхи ирӗккӗн те мӑнаҫлӑн янӑрарӗ, чӑваш юрри ҫепӗҫҫӗн шӑранчӗ, чӑваш ташши чуна тыткӑнларӗ.
Пурне те уяв ячӗпе саламлатпӑр!!!