Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2023» акци ирттерчĕç. Вăл 2023 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта иртрĕ. Йÿçкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем те çак акцие хутшăнчĕç.