Хаклӑ тӑвансем!
Халӑхӑмӑрӑн чи пысӑк уявӗсенчен пӗри паян. Эпир ӑна чӑвашсене ҫӗнӗ ҫырулӑх панӑ Иван Яковлевич Яковлева сума суса вӑл ҫуралнӑ кун паллӑ тӑватпӑр. «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук», – тенӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗр.
Халӑхӑн чи хаклӑ мулӗ, пуянлӑхӗ чӑнах та чӗлхере упранать. Вӑл пӗр-пӗринпе калаҫма кӑна мар, авалтан килекен йӑла-йӗркене, мӗнпур еткерлӗхе типтерлӗн сыхлама, ламран лама парса пыма кирлӗ. Ҫак ӗҫ сӑваплӑ та яваплӑ. Ӑна тивӗҫлӗ тӑвас тесен патшалӑх тытӑмӗпе пӗрле кашни ҫыннӑн тӑрӑшмалла. Ачасемпе ҫамрӑксене тӑван чӗлхене хаклама, унӑн асамлӑхне туйма, юратма вӗрентесси уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Несӗлсем пире пилленӗ чӑваш чӗлхине пулас ӑрусене парнелеме те мехел ҫиттӗрччӗ.
Пурне те ҫирӗп сывлӑхпа ырӑ кӑмӑл-туйӑм сунатӑп. Яланах тӑван чӗлхе ҫепӗҫлӗхне те, хӑватне те туйса пурӑнмалла пултӑр!