Ака уйăхĕн 20 - 25- мĕшĕсенче
Йÿçкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш
чĕлхи эрни иртрĕ.
Кĕçĕн класс ертÿçисем ака уйăхĕн 20- мĕшĕнче чăваш халăхĕн
мухтавлă ывăлне - И. Я. Яковлева
халалланă класс сехечĕсем ирттерчĕç.
Ака уйăхĕн 21- мĕшĕ 1 – 4 класс ачисемшĕн
уйрăмах пăлхануллă кун пулчĕ: хăйсем тăван чĕлхене, тăван литературăна еплерех
пĕлнине, хакланине, тавра пĕлĕвĕ мĕнла шайра пулнине тăватă станци мелĕпе йĕркеленĕ
вăйăра кăтартса пама тиврĕ вĕсен ( «Тăван чĕлхе», «Литература», «Ытарлă сăмахлăх»,
«Тавра пĕлÿ» станцисем). «Тăван чĕлхе» станцире 2-мĕш класс ачисем пуринчен те
нумайрах балл пухма пултарчĕç, тăван литературăна ыттисенчен ытларах каллех 2-мĕшсем
пĕлни сисĕнчĕ. Хальхи чăваш пепкисем темшĕн ытларах вырăсла сăмахланăран, «Ытарлă
сăмахлăх» станцире çăмăлах пулмарĕ ачасене. Апла пулин те, 4- мĕшсем панă ĕçсемпе ыйтусене
ăнăçлă татса пачĕç, 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. «Тавра пĕлÿ» станцире чи маттуррисен
ятне 1-мĕш класс ачисем тивĕçлĕ пулчĕç.
Эрне кун, ака уйăхĕн
22- мĕшĕнче илемлĕ вулав конкурсĕ иртрĕ.
Виçĕ номинаципе тупăшрĕç кĕçĕн классенчи
тăван сăмахлăха килĕштерекенсем: сăвă калакансем, юмах- халап юратакансем,
авторла хайлавсене кăмăллакансем. Сăвва илемлĕ, чуна тыткăна илмелле калаканни
2-мĕш класра вĕренекен Валерия Сурикова пулчĕ (1-мĕш вырăн). Юмах- халап
калакансем хушшинче 2-мĕш класри София Максимова мала тухма пултарчĕ. Виççĕмĕш
номинацире Николай Ишентей писателĕн «Çенĕкри кĕрешÿ» калавĕпе куракансене тыткăнланă
Софья Иванова (3- мĕш класс) çĕнтерчĕ.
Ака уйăхĕн 22-
мĕшĕнче акт залĕнче пуçтарăнса пĕтĕмлетÿ
турăмăр, классенче хатĕрленĕ илемлĕ ташă- юрăпа килентĕмĕр.
Çак шухăшпа саланчĕç
ачасем уявран :
Кунран кун – хаклăрах,
Кунран кун – аслăрах!
Пурнар, чĕлхем,
Тăван чĕлхем, пурнар!
#ЗахаровМинобразования21 #ДмитрийЗахаровМинобрЧР #ДмитрийЗахаровЧувашия #МинобразованияЧувашии