Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче тăван чĕлхе кунне паллă турĕ. Ку уява ЮНЕСКО 1999 çулта иртнĕ 30-мĕш Генераллă канашлăва пĕтĕмлетнĕ май çирĕплетнĕ, 2000 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче вара пĕрремĕш хут уявланă. Уява чĕлхесен тата культурăсен нумайенлĕхне упраса хăвармашкăн йĕркеленĕ.
Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ-пурлăхĕ, халăх историйĕн тĕкĕрĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет.
Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – çав чĕлхепе калаçакан кашни çыннăн тивĕçĕ те яваплăхĕ пулса тăмалла.
Тăван чĕлхене упрасси, аталантарасси хӑйсенчен килнине палăртрĕç.